Канаш округӗнчи Сухайкассинчи вулавӑшӗ «Киле – кӗнеке» акци ирттерме тытӑннӑ. Халӗ вулавӑша ҫӳреймен ҫынсем те кӗнеке вулама пултараймаҫҫӗ.
Ку акци уйрӑмах тивӗҫлӗ канури ҫынсемшӗн меллӗ. Кӗнекене киле пырсах параҫҫӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем те ҫынсен йӑл куллине курса савӑнаҫҫӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чӑваш драматургӗ Николай Терентьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Николай Терентьевич 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценари ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ – пушкӑртла, украинла, эстонла. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул тӑрӑхӗнчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрне Мускаври МХАТра та кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине вара ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ
Чӑваш театрӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ Николай Терентьевич! Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ «Арканнӑ юрату», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри-мала, хур кайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Ыйӑх ҫухатнисем» тата ытти спектакльсем паян кун та халӑх асӗнче!
Хӑй те сцена ҫинче Сентиер («Айтар»), Ахмар («Эндип»), Ваня Земнухов («Ҫамрӑк гварди») сӑнарӗсене калӑпланӑ!
Николай Терентьев пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.
Йӗпреҫ округӗнчи Вениамин Филипповичпа Клавдия Павловна пӗрле 60 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче, Туҫара, ӗҫленӗ.
Клавдия Павловна Канаш тӑрӑхӗнче ӳснӗ, Туҫари шкула математика предметне вӗрентме килнӗ. Каҫсерене ҫамрӑксем вӑййа тухнӑ ун чухне. Икӗ ҫамрӑк ҫавӑнта паллашнӑ та.
Ильинсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ пилӗк мӑнукпа, икӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ӗнер Канаш округӗнче машина кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 6 ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Шел те, иккӗшӗ вилмеллех аманнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑксем ача ҫуралнине паллӑ тунӑ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ашшӗ – вилнисен йышӗнче. Машина кювета чӑмсан 22 ҫулти каччӑ салонран тухса вӗҫнӗ. Вӑл ҫак округри Вӑтапуҫ ялӗнчен. Ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрринчи 26 ҫулти каччӑ вилмеллех аманнӑ. «Хондӑн» 28-ти водительне тата тепӗр 3 пассажира пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем йывӑр аманнӑ.
Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран республикӑра пӗлтӗрхи курӑк ҫуннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннехи сезон пуҫланнӑранпа ҫакнашкал 12 тӗслӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе 15 гектар лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Чи пысӑк пушар Канаш округӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗ хӗрринче пулнӑ. Унта 20 пин тӑваткал лаптӑк ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, ҫулӑм юнашарти вӑрман ҫине куҫман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тивӗҫлӗ канури арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ.
Республикӑра кашни ҫулах «Ҫулталӑкри воспитателе» суйлаҫҫӗ. Шупашкарти 200-мӗш ача пахчинче вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Тепӗр кунхине конкурс 7-мӗш ача пахчинче пулнӑ.
Жюри вӗсен профессионал пахалӑхне кӑна мар, аудитори умӗнче тухса калаҫма пӗлнине те хакланӑ. 22 воспитательтен чи лайӑххисене суйлама ансат пулман.
Пилӗк лауреата палӑртнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти Наталия Андреева, Канаш округӗнчи Марина Васильева, Шупашкар округӗнчи Мария Емельянова, Шупашкарти Дарья Жигарь, Ҫӗрпӳ округӗнчи Зинаида Павлова.
Канаш округӗнчи Яманкасси ялӗн старости Олег Сергеев кашни ҫулах шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталать. Ҫак канмалли кунсенче вӑл каллех юратнӑ ӗҫне пуҫӑннӑ – ҫӗнӗ вӗллесем туса йывӑҫсем ҫине ҫӑкнӑ.
Уншӑн ку ӗҫ – ӗлӗкхи ырӑ йӑла. «Юнашар пурӑнакан кайӑксем тавралӑха пулӑшаҫҫӗ кӑна мар, пире илемӗпе, хитре юррисемпе те савӑнтараҫҫӗ», - тет Олег Васильевич.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртӗ.
Унта Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи 59 вокалпа хор коллективе хутшӑнӗ.
Ижевск хулинче «Атӑлҫи федераци округӗн мисӗ тата мисиссӗ» илем конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Удмуртири, Пушкӑртстанри тата Тутарстанри 99 чиперкке тупӑшнӑ.
Пирӗн ентеш Алина Денисова «Атӑлҫи федераци округӗн мисиссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Канаш округӗнче ҫуралса ӳснӗ, халь Ижевск хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Вӑл - усламҫӑ. Ача ҫурчӗсене, йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене, килсӗр чӗрчунсене пулӑшать. Халӗ Мускаври конкурса хутшӑнма хатӗрленет, пурӑна киле тӗнче шайне тухма ӗмӗтленет.
Канаш округӗнче арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарма тӑнӑ та ӑнсӑртран газ баллонне сирпӗтнӗ.
Ку Атнаш ялӗнче пулнӑ. Каҫхине 48 ҫулти арҫын пичкери ҫӳп-ҫапа чӗртсе янӑ. Юнашарах газ баллонӗсем пулнӑ. Ҫулӑм ун патне ҫывхарнӑ та баллон сирпӗннӗ. Ҫавна май мунча, сарай стенисем ишӗлсе аннӑ. Арҫын хӑй чутах куҫсӑр юлман.
Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем 50 литрлӑ тулли баллона илсе тухса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |